Хура сурӑх кӗтӗвӗ
Хура ҫӗре хуратать,
Хура ҫӑхан кӗтӗвӗ
Ҫул тӳпене хуратать.
«Ылттӑнпик» эпосран.
Ҫӗнӗ хыпар Ылттӑнпике те уяр кунра аҫа ҫапнӑ пекех пулчӗ.
— Пӗрне те пулин чӗррӗн тытса илни-ха аван-ха, — терӗ вӑл кӑшт лӑплансан. — Атя, тӗпчесе пӗлер!..
Тыткӑна илнӗ монгола ертсе кӗчӗҫ.
— Патша умӗнче тӑратӑн эсӗ! — кӑшкӑрчӗ Саврӑш-паттӑр, тыткӑна лекнӗ ҫынна хӑратас тенӗн. — Пуҫна ус! Чӗркуҫленсе лар, пурнӑҫна упрас тесессӗн!..
— Монголсем никам ют ҫын умӗнче те чӗркуҫленсе лармаҫҫӗ! Хамӑр хан умӗнче кӑна чӗркуҫленме пултаратпӑр эпир, — мӑшкӑлланӑн кулса каларӗ тыткӑна лекнӗ ҫын. — Часах кунта пӗр пӑлхар ҫынни те пулмасть. Вӗсем пурте пирӗн чурасем пулаҫҫӗ. Чура пулманнисем — ҫӗре кӗреҫҫӗ!..
— Амаус! Мӗскер пакӑлтатса тӑратӑн!?. — тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ Пачман. — Чӗркуҫленсе лар!.. Эпир монголсемпе килӗшӳ тунӑччӗ. Мӗншӗн ҫав килӗшӗве пӑсатӑр?
— Ултавлӑ килӗшӳ вӑл. Пирӗн чее те питӗ паттӑр Субедей-багадур чеелӗхӗ вӑл.
Ылттӑнпик ку сӑмахсене нимӗн чӗнмесӗр итлесе тӑчӗ. Кун пек пуласса пӗлнӗ тейӗн ҫав...
— Часах кунта монголсен халиччен курман ҫарӗ ҫитет!.. Ун чухне эпӗ мар, эсир чӗркуҫленсе ларатӑр!.. — ҫаплах калаҫрӗ те калаҫрӗ тыткӑна лекнӗ ҫын.
Пачман аллине саламат илсе, путсӗр монгола ҫапас тесе тӑчӗ.
— Тӑхта, — чарчӗ ӑна Ылттӑнпик. — Вӑл калаҫнине итлер-ха.
Тыткӑна лекнӗ монгол патша ҫине куҫне чарса пӑха пуҫларӗ:
— Сан ҫинчен илтнӗ эпӗ, — терӗ. — Ылттӑнпик патша эсӗ!... Сана никам ҫӗнтерейми Субедей-багадур питӗ кураймасть.
— Халь ӑҫта вара вӑл Субедей-багадур? — ним пулман пек ыйтрӗ Ылттӑнпик.
— Монголсен никам ҫӗнейми ҫарӗпе кунталла килет. Нумаях юлман. Часах кунта ҫитет вӑл!..
— Батый-хан ӑҫта? — ҫаплах тӗпчерӗ патша.
— Вӑл та унпа пӗрле, — савӑнсах хуравларӗ монгол, пӑлхарсен патшине хӑратрӑм тесе шутласа. Вӗсем тӑватҫӗр пинлӗ ҫарпа килеҫҫӗ!..
— Эс вара кам пулатӑн?
— Тубадай эпӗ! Ҫӗрпӳ! — хӑпартланса хуравларӗ монгол ҫынни. — Мана Батый-хан та, никам ҫӗнейми Субедей-багадур та пӗлеҫҫӗ.
— Мӗнле лекнӗ вара эсӗ Пӳлер таврашне? — тӗпчерӗ те тӗпчерӗ Ылттӑнпик.
— Мана кунта Субедей-багадур хӑй ячӗ. Тӗпчесе пӗлме. Шуратӑлпа Пӳлер хушшинче сирӗн нимӗнле ҫар та ҫук. Ҫакна йӑлтах тӗпчесе пӗлтӗм эпӗ. Тепӗр темиҫе кунтан монгол ҫарӗсем Шуратӑл урлӑ каҫма тытӑнаҫҫӗ. Эсир вӗсене тепле тертленсен те тытса чараймастпӑр!
— Ӑҫтӑн тупӑннӑ вара монголсен ҫарӗсем пирӗн чикӗре? — ку ҫын каланине пӗтӗмпех ӗненнӗ пек ыйтрӗ те ыйтрӗ Ылттӑнпик.
— Вӗсем Шуратӑл леш енче, питӗ аякра тӑнӑ, — лӑпкӑн хуравларӗ тыткӑне лекнӗ монгол.
— Суятӑн эсӗ, — ӗненмерӗ патша. — Эпир монголсен ҫарне пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ!..
— Ҫук. Шуратӑл патӗнче ултавлӑ ҫапӑҫу пулнӑ, — ӑнлантарчӗ леш ҫын. — Ун чухне монголсен тӗп вӑйӗсем аякра тӑнӑ. Шуратӑл патӗнчи ҫапӑҫу ҫинчен эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Ултавлӑ ҫапӑҫу вӑл!.. Батый хан шутласа кӑларнӑ ултавлӑ ҫапӑҫу!
— Куна та суятӑн! — лӑпкӑн каларӗ Ылттӑнпик. — Ҫапӑҫу хыҫҫӑн монголсен ҫарӗ урӑх ҫук-и тесе эпир сирӗн ҫӗрсем ҫинче темиҫе кун кайрӑмӑр. Нимӗнле ҫарсем те ҫукччӗ унта!
— Ӑна та пӗлетӗп. Эпир тата аякра, тата темиҫе кун каймалӑхра тӑнӑ.
— Эппип, эпир тата темиҫе кун кайнӑ пулсан монголсен тепӗр пысӑк ҫарне тӗл пулаттӑмӑр-и? — тӗлӗнчӗ патша.
— Ҫук, тӗл пулаймастӑр, — ӑнлантарчӗ монгол. — Ун чухне Субедей-багадур та, Батый-хан та сирӗнпе ҫапӑҫма хатӗр марччӗ. Эпир тата каялла кайса тӑраттӑмӑр. Кайран вара Субедей-багадурла Батый-хан апла тунипе ҫеҫ ҫитмест терӗҫ, сана тата та чеерех улталас терӗҫ. Сан тимлӗхне ҫухатма. Килӗшӳ турӗҫ.
— Ҫав килӗшӳ тӑвас тени пӗтӗмпех чееленни пулчӗ-им вара? — тепчерӗ те тӗпчерӗ Ылттӑнпик.
— Ҫапла, пӗтӗмнех чееленни пулнӑ, — ҫирӗплетрӗ тыткӑна лекнӗ монгол. — Эсӗ, пире шанса, пӗтӗм ҫарна салатса ярасса кӗтни вӑл. Эпир пӗлетпӗр, пӑлхарсен аслӑ ҫарне эсӗ йӑлтах салатса янӑ. Пире хирӗҫ тӑмалли ҫар ҫук санӑн. Пирӗн вара пӗтӗм ҫар халӗ вӑрҫа тухнӑ.
— Ҫав пытанса тӑнӑ ҫар вара халӗ пирӗн ҫине килет-и?
— Часах Шуратӑл урлӑ каҫать вӑл. Унта кӑнар-тикки Парӑҫ-Пӑрӑнтай та пур. Ҫак хулана илсен, вӑл сан вырӑнна пӑлхарсен патши пулать.
Ҫак сӑмахсене илтсессӗн те Ылттӑнпикӗн пичӗ ҫинчи пӗр куҫ тӗкӗ те вырӑнтан та сикмерӗ.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай монголсен тапӑрӗнчен тарса кайнӑ тени те ултавлӑ пулнӑ-и вара? — ыйтрӗ вӑл.
— Пӗтӗмпех сана шӑвӑҫ чуман ҫине лартса яни пулнӑ вӑл, — каппайланса хуравларӗ монгол ҫынни.
Ку сӑмахсене илтсен те Ылттӑнпик сассине улӑштармарӗ.
— Монголсен хальхи ҫарӗ пысӑк-и вара? — лӑнкӑн ыйтрӗ вӑл.
— О-о, питӗ пысӑк! — хӑпартланса каларӗ тыткӑна лекнӗ ҫын. — Пушхирти хӑйӑр пек. Тӑватҫӗр пинрен те иртет!.. Нихӑҫан курман ҫар вӑл!.. Никам ҫӗнтерейми ҫар!.. О-о-о, Ылттӑнпик патша, эсӗ монголсене халех парӑнатӑн пулсан ҫеҫ пуҫна упраса хӑваратӑн...
* * * <<
— Ку монгол каласа кӑтартнинче темӗскер пурах, — терӗ Ылттӑнпик, тыткӑна лекнӗ ҫынна илсе кайсассӑн. — Пачман, ыран ирех, ҫук, илӗм-тилӗмлех, пин эккел ил те Китай ҫулӗне Шуратӑл еннелле вӗҫтер. Мӗн илтен, мӗн куран, ҫавна пӗлтерме ҫынсем яр та хӑв малалла кай. Сан ҫыннусем каҫ пулнӑ тӗле кунта килсе ҫитмелле.
Пачман патша хушнӑ ӗҫе тума хатӗррине пӗлтерсе кӑкӑрне ҫапса илчӗ.
— Саврӑш-паттӑр, — чӗнсе илчӗ патша чапа тухнӑ ҫарпуҫне. — Эсӗ те илӗм-тилӗмлех Туран ҫулӗпе пинни яр. Вӗсем те мӗн курни-илт-ине кашни кун пӗлтерсе тӑччӑр.
— Арча хули ҫулӗпе те ҫынсем ярар мар-и? — сӗнчӗ Саврӑш-паттӑр. — Тӑшмансем ҫавӑн пек ҫавра ҫулпа та килме пултараҫҫӗ.
— Яр, — килӗшрӗ патша. — Ку та тӗрӗс.
Тепӗр кун каҫа чи малтан Пачман янӑ аккайчасем ҫитреҫ. Хӑйсем кӑна мар, вӗсемпе пӗрле Ылттӑнпикӗн монголсем патне кайса ҫӳренӗ куҫ-хӑлхисем те пур.
— Чӑнах та, монголсем питӗ пысӑк ҫар пухнӑ та вӑрҫӑ ҫулӗ ҫине тӑнӑ, — пӗлтерчӗҫ вӗсем. — Тӑватҫӗр пин ҫын вӗсен ҫарӗнче. Хӑйсем парӑнтарнӑ китайсене те, туркайсене те, танкутсене те, ытти халӑхсене те весем хӑйсемпе илсе тухнӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем Вӑтам Азирен илсе тухнӑ хула стенисене ишмелли хатӗрсем те турттарса пыраҫҫӗ. Пин-пин тӗве кӳлнӗ вӗсем. Пин-пин юрттӑ ҫеҫепхирпе куҫса пырать. Тӗнче пӗтес чухнехи пекех...
— Шуратӑл патӗнчи ҫапӑҫу чӑнах та ултавлӑ ӗҫ пулчӗ-им вара? — улшӑннӑ сассипе ыйтрӗ патша.
— Ултавлӑ ҫапӑҫу нулнӑ, — терӗҫ куҫ-хӑлхасем. — Вӗсем ун чухне хӑйсен тӗн вӑйӗсене вӑрҫа кӗртмен. Паянхи харҫӑ валли упранӑ.
— Мӗншӗн ҫакна маларах пӗлтермерӗр? — чунӗ ыратнӑ енне кӑшкӑрсах ыйтрӗ Ылттӑнпик.
— Малтанласа эпир хамӑр та монголсен ҫак тискер шухӑшне пӗлмен, — терӗҫ куҫ-хӑлхасем. — Пӗлсенех Пӳлере килме тухрӑмӑр. Анчах ҫул ҫинче питӗ йывӑр пулчӗ. Монголсем ку енне ӑҫта килнӗ унта сӗнтӗрсем кӑларса тӑратнӑ. Питӗ хытӑ тӗрӗслеҫҫӗ. Аран-аран эпир вӗсем тӑратса тухнӑ сӗнтӗрсем витӗр иртме пултартӑмӑр.
"Эх, Шерумпика хӑй вӑхӑтӗнче ахалех монголсем патне ямарӑм, — кулянса шухӑшласа илчӗ патша. — Вӑл монголсен ку ултавлӑ та тискер ӗҫне вӑхӑтра пӗлетчӗ те вӑхӑтра систерме май тупатчӗ... Анчах халь тин ӗнтӗ ним тума та ҫук..."
Ҫапла кулянса шухӑшласа илчӗ те патша куҫ-хӑлхасене малалла тӗпчеме тытӑнчӗ:
— Монголсен ҫарне Батыйпа пӗрле хӑрах куҫлӑ Супетей те ертсе пырать тени тӗрӗсех-и?
— Тӗрӗсех, аслӑ патша. Супетей вӗсен чи чаплӑ ҫарпуҫӗ. Пӑлхарсене ҫӗмӗрсе тӑкассишӗн Супетей тем тума та хатӗр.
— Монголсем Шуратӑл урлӑ хӑҫан каҫма пултараҫҫӗ? — тӗпчерӗ те тӗпчерӗ патша.
— Часах пулмасть-ха ку. Вунӑ кун ытла та иртет. Мӗншӗн тесен Батый-хан ҫарне хӑйне кӑна ямасть. Пӗтӗм пурлӑхӗпе пӗрле пыртарать, — ӑнлаитарчӗҫ куҫ-хӑлхасем.
— Эппин, ыран курулттай пуҫтаратпӑр, — терӗ патша Саврӑш-паттӑра. — Ҫарпуҫӗсем кам пур — пурне те чӗн... Эсир вара, — куҫ-хӑлхасем ҫине пӑхса илчӗ, — хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине ыран тепре каласа парӑр.